
«Сӑрнай» халӑх вокал ансамбльне йӗркеленӗ, ӑна нумай ҫул ертсе пыракан Николай Эриванов «Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ.
Николай Лазаревича композитор пек те пӗлеҫҫӗ. Вӑл чӑваш фольклорне те пухать, чӑваш халӑх инструменчӗсене ӑсталать. Николай Эриванов унччен «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Нӑрваш Шӑхаль ялӗн хисеплӗ гражанинӗ» ятсене тивӗҫнӗ.
Николай Лазаревич 1938 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел округӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ ҫумӗнче «Сӑрнай» халӑх вокал ансамблӗ йӗркеленӗ.

Унӑн чечекӗсем нихӑҫан та шанмаҫҫӗ, анчах вӗсем чӗрӗ пекех курӑнаҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗке пӑхсан ку фотошоп теме те пулать. Анчах ун пек мар! Вӗсене Патӑрьел округӗнчи Ульяновка ялӗнче пурӑнакан Наталия Ильина ӑсталать.
Вӑл ялти клубра ӗҫлет, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ертсе пырать. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах вара алӑ ӗҫӗпе аппаланать.
Мӑшӑрӗпе Андрей Павловичпа вӑл икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем икӗ мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемпе хавхаланаҫҫӗ.

Республикӑри «Манӑн ФАП – чи лайӑххи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх виҫӗ фельдшерпа акушер пунктне палӑртнӑ.
Ку йыша Муркаш округӗнчи Хорнуй ялӗнчи ФАП, Красноармейски округӗнчи Именкассинчи ФАП тата Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи ФАП лекнӗ.
Ҫӗнӗ Катекри ФАП тӗслӗхлӗ пулнине те палӑртнӑ. Унти опытне республикӑри 21 фельдшерпа акушер пункчӗ тӗслӗх вырӑнне хурса ӗҫлеҫҫӗ.

Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗ ҫавра юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл пӗрремӗш вӗренекенӗсене 135 ҫул каялла йышӑннӑ.
Ун чухне ял Патӑрьел чиркӗвӗн прихучӗ йышӗнче шутланнӑ. Унӑн священникӗ Николай Лебедев ялта грамота шкулӗ уҫнӑ. Унта пӗрремӗш учителе — Макар Иванович Румянцева — ӗҫлеме янӑ.
Ку таранччен шкултан чаплӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ: ӑслӑлӑх докторӗсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, спорт мастерӗсем, тава тивӗҫлӗ тухтӑрсемпе вӗрентекенсем, юристсем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, ҫар ҫыннисем...

Патӑрьел округӗнче арҫын арӑмне сӑнчӑрта тытнӑшӑн судра явап тытнӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 46-ри упӑшки арӑмне эрех ӗҫме ярас мар тесе ӑна кӑҫал сахалтан та икӗ хутчен сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ: акан 15-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 9-мӗшӗнче. Ҫапла хӗрарӑм 3 тата 8 сехет ларнӑ, ҫав вӑхӑтра упӑшки ӗҫре пулнӑ. Кун пирки арӑмӗ полицие кайса пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ паллӑ: ака уйӑхӗнче упӑшки арӑмне эрех ӗҫме чарӑнмасан вӗлерессипе хӑратнӑ.
Судра вара арӑмӗ упӑшкине ытлашши ҫирӗп явап тыттарма ыйтман. Ара, ҫав вӑхӑталла вӗсем мирлешнӗ. Суд приговор вуланӑ: арҫыннӑн ирӗкне 1 ҫуллӑха чикӗлеме йышӑннӑ.

Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен.
«Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ.
«Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.
Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.
Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Республикӑра ҫак кунсенче ҫӗнӗ ФАПсем уҫӑлнӑ. Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнчи ФАП пысӑк – 80 тӑваткал метр. Унта Брайль шрифчӗпе навигаци системи те пур. Ку ФАПра 400 ытла ҫынна медпулӑшу парӗ.
Вӑрнар округӗнче вара Уйкас Кипекре тата Хирупуҫра ФАПсем уҫӑлнӑ. Ҫак икӗ медпункта пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын ҫӳрӗ.
Сӑмах май, Вӑрнар округӗнче 39 ФАП ӗҫлет. Юлашки 5 ҫулта унта 14 медпункт хута янӑ.

Чӑваш Енри сухана чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Элита сорта Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем ӑсатаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче Беларуҫе 80 тонна севок ӑсатнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара Беларуҫе, Молдовӑна, Казахстана, Монголие, Болгарие тата Румыние 1,5 пин тонна ӑсатнӑ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче каяш уйӑракан комплекс тума пуҫласшӑн. Халӗ ун валли территорие хатӗрлеҫҫӗ.
Комплекс 2,5 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫӗ. Ӑна 2026 ҫул вӗҫлениччен туса пӗтермелле.
Пирӗн республикӑра «Экономика замкнутого цикла» (чӑв. Хупӑ цикл экономики) федераци проекчӗпе каяш уйӑракан виҫӗ комплекс тумалла.
